한국   대만   중국   일본 
Роберто Росселлини ? Википеди Контент патне ку?

Роберто Росселлини

≪Википеди≫ ир?кл? энциклопединчи материал
Роберто Росселлини
Roberto Rossellini
Фото
Cуралн? в?х?т: 1906 cулхи cу уй?х?н 8-м?ш?
Cуралн? выр?н: Рим , Итали
Вилн? в?х?т: 1977 cулхи c?ртмен 3-м?ш? (71 cулта)
Вилн? выр?н: Рим , Итали
Гражданл?х: Flag of Italy.svg Италия
Професси: кинорежиссёр, сценарист
Карьера: 1936 - 1977

Роберто Росселлини (итал. Roberto Gastone Zeffiro Rossellini, 8 cу 1906 - 3 c?ртме 1977) ? итал кинорежиссёр?, кинори неореализм юх?мне ≪Рим, уc? хула≫ (1945), ≪Пайза≫ (1946) тата ≪Германи, нуль cул?≫ (1948) фильмсенчен т?ракан ≪в?рc? трилогипе≫ уcса ник?слекен?. 1947-м?ш cулта ≪Ылт?н пальма турач?≫ илме тив?cн?.

Пурн?c?пе ?c?-х?л? [ т?рлет | кодне т?рлет ]

Росселлини Рим хулинче ?c?-х?л?нчи ?н?cл? архитектор кил-йыш?нче cуралн?. Ун?н ашш? Римра п?ррем?ш кинотеатр туса лартн?, м?н ачаран Робертон тyлевс?р курас килн? таран кино курма май пулн?. Cамр?клах в?л кинопа cых?нн? т?рл?рен ?cсене кyл?нсе п?хн?, кино ?c?нчи т?рл? енл? пыс?к п?л?-х?н?ху туянн?. Робертон ш?лл?, Ренцо Росселлини, ун?н чылай?ш фильм?сен валли к?в?сем cырн?.

Икк?м?ш т?нче в?рcи в?х?т?нче Росселлини апт?рава лекн?. П?р енчен, х?й?н ?л?крен паллан? Витторио Муссолини пул?шнипе в?л официалл? киноиндустринче малалла ?cлен?, теп?р енчен ? в?ртт?н ал? камерипе антифашистл? репортажсем yкерн?.1938-м?ш cулта п?ррем?ш документл?, 1941-м?ш cулта вара ? п?ррем?ш илемл? фильм yкерн?. В?рc? п?тес ум?н yкерн?, т?р?ссипе каласан, сценарис?р тата профессилл? вылякансемс?р yкерн? ≪Рим, уc? хула≫ фильм пыс?к ш?в-шав c?клесе в?рc? хыcc?нхи европа кинематограф?н c?н? манифесч? пулса т?н?. Т?п рол?нче вылякан Анна Маньянипе режиссёр хушшинче юратулл? cых?ну пуcланн?.

≪Рим≫ хыcc?н Росселлини х?й?н пултарул?х?нчи т?п выр?н йыш?нн? в?рc? темипе c?н? фильмсем хайлан?, ? ≪Германи, нуль cул?≫, ≪Генерал Делла Ровере≫, ≪Римра каc пулн?≫. 1940-м?ш cулсен в?c?нче Росселлини Италире cех мар, Европара те чи палл? режиссёр пулса т?рать. Голливудри в?й-х?ватл? продюсер Дэвид Селзник ?на ≪?м?т фабрикине≫ ?cлеме ч?нет.

Росселлини тата Бергман, 1951 cул

1948-м?ш cулта Росселлини голливуд палл? вылякан?, Ингрид Бергмантан, п?рле ?cлеме с?некен cыру илет, теп?р cултанах ≪Стромболи≫ фильм yкерме пуcлать, т?п рол?нче Ингрид Бергман вылять. Cапла вара кино кун-cул?н чи палл?рах юрату пуcланать. Роберто Росселлинипе Ингрид Бергман cыв?хланни хал?х шух?ш-к?м?лне п?тратн?, м?нш?н тесен икк?ш? те м?ш?рл? пулн?, Бергманан п?р ача, Росселлинин ик? ача пулн?. В?сен ыв?лпа ик? х?р cуралн?, в?сенчен п?ри ? Изабелла Росселлини, палл? модель тата актриса пулса т?н?. Росселлинипе Бергман?н п?рлехи кино ?c?сем х?й в?х?т?нче куракансен те, тиркевc?сен хушшинче те ?н?cулл? пулман. ?нер енчен илсен в?сем Микеланджело Антониони пек режиссёрсен малашри экзистенциалл? шырав cулне уcса хун?. 1950-м?ш cулсен в?c?нче в?сен cул?сем уйр?лаcc?.

Т?п рол?нче Витторио Де Сика вылякан ≪Генерал Делла Ровере≫ (1959) фильм? режиссёр?н юлашки ?н?cл? ?c? пулса т?н?.

1950-м?ш cулсен в?c?нче в?л х?йне нумай пайл? Инди cинчен хывн? документл? проекта халаллать. Ку в?х?тра ун?н выр?нти сценари cыракан х?рар?мпа юратулл? cых?ну пулать, леш? унран ача cуратать. Инди cинчен фильма сивлен йыш?нни тата историлл? фильм ≪Ванина Ванини≫ к?тартура ?н?cманни Росселлинине 1963-м?ш cулта пресс-конференци пуcтарса п?лтер? калама хистен?; ку тарантан в?л кино ?cне п?рахса хал?х валли п?т?м?шле п?л? паракан ?cсем лартма тыт?нать.

Телекур?м валли Росселлини п?т?м?шле п?л?лл? XIV-м?ш Людовик, Сократ, Паскаль, С?вапл? Августин тата Ассизи Франциск? кун-cул?сем cинчен, унс?р пуcне Чапл? Лоренцо тапх?р? cинчен 3-пайл? фильмсем yкерн?. C?н? меле п?ррем?ш хут ≪XIV-м?ш Людовик влаcа илни≫ (1966) франци телефильм?нче курма пулать, кунта в?л неореализм илем принцип?сене к?пе-тумтирл? кинора хута ян?.

Росселлини ч?ри аптранипе Римра, 1977-м?ш cулта, 71-ре вилсе кайн?.

Фильмографи [ т?рлет | кодне т?рлет ]

Телекур?м валли yкерн? фильмсем [ т?рлет | кодне т?рлет ]

  • L'India vista da Rossellini (miniseries) (1959)
  • Torino nei cent'anni (1961)
  • L'Eta del ferro (1964)
  • La Prise de pouvoir par Louis XIV (1966)
  • Idea di un'isola (1967)
  • Atti degli apostoli (miniseries) (1969)
  • La lotta dell'uomo per la sua sopravvivenza (series) (1970)
  • Сократ (1971)
  • Паскаль (1972)
  • Медичи тапх?р? (1973)
  • Cartesius (1974)
  • Concerto per Michelangelo (1977)


Вуламалли [ т?рлет | кодне т?рлет ]

Ас?рхавсем [ т?рлет | кодне т?рлет ]

Каc?сем [ т?рлет | кодне т?рлет ]